Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Й (МЧЧЧФС)

Йӑва ҫавӑр 1. свивать / свить гнездо (1. устроить уютное жилище, завести семью; 2. утвердиться, укоре­ниться в ком-либо, в чем-либо).
1. Тӑват-пилӗк ҫул иртсен, ҫамрӑклӑх хӗрӳлӗхӗ сӳнме тытӑнсан, ҫынна кил-ҫурт шухӑшӗ, йӑва ҫавӑрас ӗмӗт пырса кӗрет. А. Алка. 2. Чараксӑр ҫӑвара элек йӑва ҫавӑрать. Чӑваш календарӗ. Унӑн хӗвне ӳркев йӑва ҫавӑрнӑ. А. Артемьев.

Йӑл ил входить / войти в силу; поправляться / попра­виться, крепнуть / окрепнуть.
Вунӑ уйӑх ытла вырӑнпа выртнӑ ача кайран тин пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн йӑл иле пуҫланӑ, ура ҫине тӑнӑ. С. Ас­лан. Аманнӑ офицер тӑнӗнче, йӗп пек чиксе, иртнӗ пурнӑҫ йӗрӗ йӑл илчӗ. Юхма М.

Йӑлана кӗр входить /войти в привычку; входить / войти в жизнь.
Велосипед датчансен пурнӑҫне, йӑлине ҫирӗп кӗнӗ япала-мӑн. Уйӑп М. Туслӑ пурӑнасси, пӗр-пӗрне пулӑшасси бригадӑра йӑлана кӗчӗ. В. Ухли.

Йӑларан тух выходить / выйти из привычки.
Комбината ӗҫлеме килсенех, Тарас Андреевич ирсерен Атӑла шыва кӗме ҫӳретчӗ. Юлашки ҫулсенче ҫакӑ унӑн йӑлинчен тухрӗ. П. Львов.

Йӑнӑш ҫул ҫине илсе тух обивать / сбить с истинного пути кого.
Тӳррипе каласан, агрономпа Константинов сире йӑ­нӑш ҫул ҫине илсе тухма тӑрӑшнӑ. В. Краснов-Асли.

Йӑнӑш ҫул ҫине тӑр идти / пойти по плохой (дурной) дороге.
Анчах тепӗр чухне ашшӗ-амӑшӗ каланине итлеми пулнӑ, шкулта вӗренме пӑрахнӑ, ӗҫе йӗркеллӗ вырнаҫмасӑр йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ ҫамрӑксем те тӗл пулаҫҫӗ. Э. Волошина.

Йӑнӑш ту допускать / допустить ошибку, ошибаться/ ошибиться.
Павел агроном пысӑк йӑнӑшсем тунине самантрах сисрӗ. А. Емельянов.

Йӗп-йӗпе [лачкам, хура] тара ӳк обливаться / облить­ся потом, покрываться / покрыться потом [испариной]; взмыливаться /взмылиться (о лошади).
Чӑтӑр, пичче, тата кӑшт чӑтӑр, часах шыв ӗҫтеретӗп сире, унтан суранӑра лайӑх ҫыхса яратӑп, — лӑплантарать вӑл боеца, йӗп-йӗпе тара ӳксех ӑна сӗтӗрет. Паттӑр пионерсем. Савраска лачкам тара ӳкнӗ пулсан та, хуҫа тилхепине итлет. П. Осипов. Анчах пӗр ҫын кӗҫӗр чӑлӑм та куҫ хупмарӗ, хура тара ӳксе ҫӑхав ҫырчӗ вӑл. А. Артемьев. Мунчаран тухсан Элкей Микули пӗр ста­кан чей ӗҫрӗ те кӗрӗкпе витӗнсе выртрӗ, вӗриленсе кай­ре, кайран лачкам тара ӳкрӗ. П. Осипов.

Йӗп ҫӑртинчен [ҫӑрти витӗр] тух пытаться / попытать­ся сделать что-либо невероятно трудное, невозможное.
Кӗрем-и вута, шыва чӑмам-и, Ҫунмастӑп эп, путмастӑп эп. Тӑван аннеҫӗмшӗн пулсан-и — Йӗп ҫӑртинчен тухатӑп эп. В. Бараев. Иван Яковлевичӑн, чӑваш ачисем валли шкулсем тӑвас тесен, йӗп ҫӑрти витӗр тухмалла тенӗ пекех, чылай вӑй-хал хумалла пулнӑ. И. Кузнецов.

Йӗп [йӗппе] чиксен те куҫ курмасть ни зги не видно, хоть глаз (глаза) выколи (совершенно ничего не видно).
Вӑранса кайрӗ те — йӗп чиксен те куҫ курмасть. В. Эльби. Ҫав каҫ сӗм-тӗттӗмччӗ. йӗппе чиксен те куҫ курмастчӗ. В. Бурнаевский.

Йӗплӗ ҫӑмах хыптар обдувать / обдуть кого-что, об­капывать / обмануть кого-что.
Юмах ярап, юптарап, йӗплӗ ҫӑмах хыптарап, юмах юман тӑрринче, хам урхамах ҫийӗнче. Е. Никитин. Капкӑн-хапкӑн хыт кӑшлать, йӗплӗ ҫӑмах хыптарать, Кулман ҫӗртен култарать. Н. Шупуҫҫынни.

Йӗр ҫине ӳк нападать / напасть на след чей.

Полици ман йӗр ҫине ан ӳктӗр тесе сас-хура памасӑр пурӑнма тиврӗ. Н. Мранькка.— Халь, ак, старик сан йӗрӳ ҫине ӳкнӗ, йӗксӗк. А. Талвир.

Йӗр хӑвар [ту] оставлять / оставить след какой.
Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, хуйхӑ-суйхӑ Варьӑн сӑнӗ ҫине йӗр хӑвармасӑр иртме пултарайман. К. Пайраш. Кашни ҫын халӑх чӗринче хӑйӗн таса пурнӑҫӗпе, лайӑх ӗҫӗсемпе йӗр хӑварать. В. Паймен. Ҫул ӳсӗмӗ — канӑҫсӑр шухӑш Пуҫра тем чухлех йӗр тӑвать. А. Алка.

Йӗр хыв 1. пробивать [прокладывать, пролагӑть] / пробить [проложить] себе дорогу [путь]; 2. проклады­вать / проложить след куда, к кому-чему.
1. Ватлӑхра вӗренни — Хӑйӑра чӗртерни. Ҫамрӑкла вӗренни — Чул касса йӗр хывни. А. Ӗҫхӗл. 2. Паянхи пек хӗн те ылхану чӑтса ирттернӗ хыҫсӑн Ильяс тӑван килне хӑй тӗллӗн йӗр хывас ҫук, паян кӑна мар, ыран та пырса кӗрес ҫук. Н. Илпек.

Йӗркене кӗр 1. приходить / прийти в порядок, нала­живаться / наладиться; 2. образумиться, одуматься; 3. входить / войти в колею.
1. Кил-ҫуртра пурте йӗркене кӗчӗ. 2. — Хӑҫан мӗскӗн чурасем тӑллисене татӗҫ-ши? Хӑҫан тӗттӗм халӑхсем Ҫын йӗркине кӗрӗҫ-ши? Г. Краснов. — Мӗн пӑшӑрханмалли пур уншӑн, ача вӗт-ха вӑл. Ҫитӗнсен, ура ҫине ӗне пуссан, хӑех йӗркене кӗрет акӑ. Л. Агаков. 3. Килекенсем, ку яланхи йӑлана кӗнӗ темелле, пурте «Хӗвелтухӑҫ» гостиницӑна вырнаҫаҫҫӗ. И. Григорьев.

Йӗркене кӗрт 1. приводить / привести в порядок кого-что, в какой, наводить / навести порядок в чем; 2. образумить кого-что.
1. Фермӑри витесемпе ытти ҫурт-йӗре хӗлле валли юсаса йӗркене кӗртме колхозри ӑста платнике, Варвари ашшӗне, Ярмуш Петӗрне хушрӗҫ. С. Аслан. 2. —Анне ӑна йӗркене кӗртме пӑхрӗ. Вӑл пур пире иксӗмӗре те вутсыппипе хӗнесе хӑвяласа ячӗ, — ӗсӗклесе каларӗ Лена. М. Кипек.

Йӗркерен кӑлар 1. выводить / вывести из стрбя кого-что; расстраивать / расстроить кого-что, портить / испортить что; 2. уродовать / изуродовать (побоями, укусами и т. п.) кого; 3. заставить терять /потерять че­ловеческий облик кого.
1. Вӑрҫӑ пуҫлансан, завода йӗркерен кӑларса хӑварса, японец кӑнтӑралла тарнӑ. В. Сатай. 2. Пӗри ӑна, шӑлӗсемпе кӑшласа, пит-куҫне йӗркерен кӑларнӑ. 3. Фашистсем ҫынна ҫын йӗркинчен кӑларасшӑн, вӗсем пур халӑха хӑйсене пӑхӑнтарасшӑн. А. Талвир.

Йӗркерен тух 1. выходить / выйти из стрбя; 2. пор­титься / испортиться, избаловаться, разнуздаться; 3. сби­ваться /сбиться с пути.
1. Нерв системи йӗркерен ан тухтӑр тесен, ӗҫ вӑхӑчӗн режимне ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнмалла. Чӑваш кален­дарӗ. 2. Килӗнче те, урамра та йӗркерен тухса каймасть. И. Малкай. Ӑна яланах йӗркерен тухнӑ пупсен, кулаксен, кахалсен, ӗҫке ернӗ ҫынсен рольне параҫҫӗ. А. Артемьев. 3. Халиччен хӑйне хӑй пит йӗркеллӗ тытакан ҫын та кунта йӗркерен тухса кайма хӑтланать. Хумма Ҫ.

Йывӑр килет приходится тяжело кому.
Мӗн ҫамрӑкран иртӗхсен, пуҫа йывӑр килет. Ваттисен сӑмахӗсем. Ҫын кӑмӑлне ытарайман хӑй кӑмӑлне йывӑр килнӗ. Ваттисен сӑмахӗсем.

Йывӑра ил принимать / принять близко к сердцу; син.: чӗрене хурса йышӑн, кӑмӑлна йывӑр ил.
Суйса курман халиччен, ырӑ аннемӗр, ултав та ту­ман ҫак куна ҫитсе, — калас сӑмахӑм, тен, йывӑр пулӗ, ҫавах ӑна йывӑра ан илӗр. Н. Патман. Пӑрасук пит хуйхӑ тытакан хӗр пулнӑ. Аякран ҫаврӑнса тивнӗ сӑмаха та вӑл йывӑра илнӗ. Ю. Скворцов.

Йытӑ (йыт) вӗрнипе ҫурӑлать [татӑлать] совсем не­прочный (об одежде).
Йытӑ вӗрнипе татӑлса тӑракан ҫитмӗл ҫичӗ саплӑклӑ кӑвак сӑхман ӑшӑ тытмасть, ҫамрӑк шӑмшака сивӗ витӗрех касать. Митта П. Ҫӗтӗк кӗрӗк татӑкӗ йытӑ вӗрни­пе ҫурӑлать.

Йытӑ (йыт) ҫимен патак кӑтарт бить / избить как Си­дорову козу кого.
Йытӑ ҫимен патак кӑтартӑп эп сана.

Йытӑ (йыт) ҫурине те хӗн кӑтартмасть мухи не оби­дит кто.
Нихҫан та ҫынна сӑмахпа кӳрентермест, йытӑ ҫури­не те хӗн кӑтартмасть.

Йытӑ (йыт) хавала собак гонять.
Митрахвана мӗн ҫитмест? Вӑл тӑрӑшмасть, вӗренмест. Ҫук ӗҫӗпе мухтанать, ялан йытта хӑвалать. В. Давыдов-Анатри.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-16 23:22:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4015 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем